Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хӗрлӗ Октябрь

Персона
ЧР Элтеперӗн телеграм-каналӗнчи сӑн
ЧР Элтеперӗн телеграм-каналӗнчи сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь ялӗнче пурӑнакан Татьяна Деевна 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл - тыл ӗҫченӗ, ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ.

Татьяна Деевна Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫавӑнтах тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче трактористка пулнӑ, кайран дояркӑра ӗҫленӗ, колхоз бригадине ҫӳренӗ.

Вӑл Карп Захаровичпа 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/90234
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ахаль ларман - бензопӑчкӑ йӑтнӑ та хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫ-турата пуҫтарма тухнӑ.

Ҫӗмӗрле район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ҫула тасатнӑ.

Аса илтерер: паян ирхине хӑш-пӗр районта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫавна май 90 ял электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83686
 

Ял пурнӑҫӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

2021 ҫулта пирӗн республикӑри тӑватӑ районта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ 4G интернет ҫыхӑнӑвӗ валли 5 никӗс станцийӗ вырнаҫтарнӑ.

Иртнӗ ҫул Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви тата «Ростелеком» акционерсен обществи ҫӗршыври пӗчӗк ялсенче 1,2 пин никӗс станцийӗ вырнаҫтарнӑ, ҫав шутран 5-шне — Чӑваш Енре.

2021 ҫулта никӗс станцисене Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь тата Тури Кӑмаша, Елчӗк районӗнчи Энтепе, Вӑрмар районӗнчи Анаткасра, Пӑрачкав районӗнчи Никулино ялӗсенче туса лартнӑ.

 

Республикӑра
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре цифра танмарлӑхне пӗтерессипе ҫыхӑннӑ программӑн иккӗмӗш тапхӑр пуҫланнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь тата Тури Кӑмаша, Елчӗк районӗнчи Энтепе, Пӑрачкав районӗнчи Никулино, Вӑрмар районӗнчи Анаткас ялӗсене интернет ҫыхӑнӑвне ҫитернӗ.

Цифра аталанӑвӗн министерствипе «Ростелеком» организаци 100 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене 4G технологиллӗ ҫыхӑну ҫитереҫҫӗ. 2022 ҫулта 38 база станцийӗ тума палӑртнӑ.

Цифра танмарлӑхне пӗтерессипе ҫыхӑннӑ программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче 250 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан Чӑваш Енри 328 яла интернет ҫыхӑнӑвӗ ҫитернӗ.

 

Тӗн

Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь поселокӗнче те чиркӳ пулӗ. Ӑна хӑпартма тытӑннӑ ӗнтӗ.

Чиркӗвӗн пулас вырӑнне ятарлӑ чул хунӑ ӗнтӗ. Храм Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗ ячӗпе хисепленӗ. Владимир протоиерей кӗлӗ вуланӑ хыҫҫӑн чула капсула ӑшне хунӑ, унтан ӑна пулас храман алтарь стенине вырнаҫтарнӑ.

Ҫавӑн пекех пулас храм вырӑнне хӗрес вырнаҫтарнӑ. Чиркӗве кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен туса пӗтерме йышӑннӑ. Мӗншӗн тесен шӑп ҫак кун Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн уявне паллӑ тӑватпӑр.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрле районӗнче ӳсӗр арҫын путса вилнӗ. Ирнӗ вырсарникун Хӗрлӗ Октябрь ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 41 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ.

Арҫын шыва кӗме кайнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, арҫын пӗве хӗррине пӗчченех кайнӑ, хӑй ӳсӗр пулнӑ.

МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа республикӑра 18 ҫын путса вилнӗ. Ведомство асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Эрех ӗҫсен шыв хӗррине кайма юраманни пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Чылай инкек ҫак хаяр шӗвек айӑпӗпе пулать. Эрех ӗҫнӗ ҫынна сивӗ шывра шӑнӑр туртать, чӗре приступӗ аптӑратма, сывлӑш пӳлӗнме пултарать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 02

1926
99
Тӗпӗҫтӑвком чӑваш чӗлхин пирвайхи орфографи правилисене ҫирӗплетнӗ.
1946
79
Карлин Николай Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1946
79
Пукаш Анатолий Владимирович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1951
74
Юлия Силэм, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2009
16
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын